Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Самана (Петӗр Хусанкай)

Тӗтӗмпе тӗтӗрен хура пӳртӗн
Иртсе кайрӗ айван ӗмӗрӗ.
Яла час урӑхла илем кӳртӗн,
Пӳрт ӑшне урӑх ҫутӑ кӗрӗ.

Хӑйчикки тахҫанах ҫунса сӳнчӗ,
Хускалмасӑр выртать вӑл лаҫра.
Куҫӑхсан сиплекен кӑмпа ӳчӗ
Шанса ларчӗ ентӗ лачӑрах.

Киремет хыҫӗнче хурамаччӗ,
Йӗрӗхсем илешен мӑн турат.
Халь пӗри те унтан хӑрамаҫҫӗ,
Иртнӗ чух пӑрахмаҫҫӗ нухрат.

Шурӑмпуҫ урӑхла кӑвакарчӗ,
Хурҫӑ майлӑ паян шурӑмпуҫ.
Ҫырупа улшӑнать кӗтӳ карчӗ,
Тутӑхса ҫӗршӗнет сухапуҫ.

Уйсенче урӑхла ут кӗҫенӗ
Каҫӑртса хӑрӑмланнӑ пуҫне.
Сӳсмен тивнӗ кӗсрен ӳт кӗсенӗ
Тин тӳрленӗ вара ун чухне.

Ҫӑвархланӗ ҫил-тӑвӑл хастарӗ,
Хӑй тӗллӗн кӗрлес ҫук шыв сикки.
Пур вӑя та этем пӑхӑнтарӗ,
Пур хӑватӑн та пулӗ чикки.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Петӗр Хусанкайӑн ытти сӑввисене


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-02-08 10:33:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1907 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем